В 1-х классах МАОУ "СОШ №9" г. Канаш учителями начальных классов Федоровой Еленой Эдисоновной и Исаевой Татьяной Петровной совместно с советником директора было разработано уникальное занятие "Разговоры о важном" на русском и чувашском языках.
Познакомим вас с небольшим фрагментом таких уникальных уроков
Космоса вĕçес тени – çынсен тахçанхи ĕмĕчĕ.
Эпир Çĕр планета çинче пурăнатпăр. Симĕс вăрмансем, кăвак
тинĕссемпе океансем. Космосран пăхсан Çĕр мĕнле курăннине сăнăр. Çĕре
кăвак планета теççĕ.
Пĕлĕт çине çĕрле пăхсан эсир çăлтăрсем епле мĕлтлетсе вылянине
курма пултаратăр.
Çĕр çинче пурăнакан çынсем никам курман космос талккăшне вĕçес
пирки тахçан авалтанах ĕметленнĕ.
Космоса вĕçсе мĕнле-мĕнле вăрттăнлăха тупма май килет-ши?
Ытти планетăсенче ‒ çын ăсĕпе пурăнакансем çук-ши?
Юмахсенче асăнакан чĕр чунсем пурăнаççĕ-и?
Нихçан пулман мĕнле те пулин ӳсен-тăран ӳсет-и?
Тен, пуласлăхра çынсем инçе планетăсем çинче хăйсем валли çуртсем
лартĕç?
Космос çул çуревĕнче тем чул мыскара пытанса тăма пултарать-çке!
Космоса вĕçме пирвайхи утăм тăвакан çын Çĕр çинче пурăнакансенчен
кам пулнă?
Ку вăл Константин Эдуардович Циолковский пулнă. Вăл çуралнăранпа
165 çул çитнине кăçал пирĕн пĕтĕм çĕр-шыв паллă тăвать.
Ку çын ятне эсир, тен, пирвайхи хут илтетĕр пулĕ.
Константин Эдуардович Циолковский космоса пăхăнтарас ыйтусемпе
ĕçленĕ, çынсене аэропланăн тата дирижаблĕн хăй хатĕрленĕ проекчĕсемпе
кăсăклантсарса яма тăрăшнă, космоса вĕçме ракетăсемпе усă курмалла тесе ĕнентернĕ.