Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун тĕлне кашни çул шкулсенче Чăваш чĕлхи эрнине ирттереççĕ. Канашри 9-мĕш шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем те яланхиллех çак вăхăта чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Тĕрлĕ уроксем, конкурссем, çулçÿревсем, ăмăртусем, экскурсисем, турнирсем ирттерме шухăшласа хунăччĕ. Анчах чир-чĕр сарăлнă вăхăт Чăваш чĕлхи эрнине анлă ирттерессине сăтăр туса хăварчĕ курăнать. Мĕн калăпласа, шухăшласа хунине дистант мелĕпе йăлт ирттерме те май килмест иккен. Вĕрентекенĕн вара çак условисенче те ачасен пĕлÿ шайне ÿстерес, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăмне, пултарулăх шайне малалла аталантарас тесе ĕçлеме тивет. Эпир 9 –мĕш шкулта йăлана кĕмен уроксем ытларах ирттерсе ачасен вĕренес кăмăлне çĕклес, вĕсен активлăхне ÿстерес тесе шутларăмăр. Мĕншĕн тесен вĕсем вĕренекенсен умне йывăрлăх кăларса тăратса шырав çулĕ çине илсе тухаççĕ. Ку ĕç вĕренÿ процесĕпе ытларах интереслентерсе ярать, ачасен кăсăкланăвĕ те, тимлĕхĕ те ÿсет. Самана улшăннă май йăлана кĕмен уроксен тĕсĕсем те йышланса, çĕнелсе пыраççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ытларах çак формăсемпе усă курнине палăртаççĕ: ăмăрту, зачет, викторина, экскурсси , вăйă, КВН, пĕр-пĕрне вĕрентмелли, брифинг, çул çÿрев, турнир, видео, музейри урок, проект урокĕ тата ыттисем те. Çак чир-чĕр алхаснă вăхăтра шкулсем дистант мелепе вĕрентме пуçланăранпа, паллах, пур мелсемпе те усă курма май çук, е ăсталăх та çитместь пуль. Анчах чăвашла хатĕрленĕ видеосюжетсем, фильмсем укерсе уроксем ирттеретпĕр, е Интернетри хатĕр уроксемпе усă куратпăр. Вĕсем пулса иртекен лару-тăрупа кăсăклантарса яраççĕ, ачасен ĕç мĕн пирки пынине пĕлес кăмăлĕ ÿссе пырать. Видео-уроксенче фильм е видеосюжет тăрăх тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи урокĕсене ирттерме ВКонтакте соцсĕтелĕнче ятарлса вырăн тунă. Уроксем те , ачасен хуравĕсем те çавăнта. Чăваш Патшалăх вĕрентÿ институчĕ хатĕрленĕ конкурссене те хутшăнма тăрăшатпăр, унти пуян материалпа та час-часах усă куратпăр. Шкулти сайт çине баннер хатĕрлерĕмĕр. Унта тĕрлĕ материал, интернет-каçăсем, çĕнĕ хыпарсем вырнаçтарсах тăрăпăр.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Средняя общеобразовательная школа №9" города Канаш Чувашской Республики
Версия для слабовидящих