Канашри 9- мĕш шкулта пĕтĕм чăваш диктанчĕ иртнĕ

 Тăван чĕлхем! Мĕнпе танлаштарма пулать- ши сана? Эсĕ шăнкăр- шăнкăр çăлкуç шывĕ пек, тăпăл- тăпăл ăвăсăн çулçи пек, шăпчăкăн çепĕç юрри пек, чуна савăнтаракан хĕвел пайăрки пек. Атте- анне чĕлхипе калаçсан çеç эпир хамăр йăла- йĕркесене пĕлсе тăрăпăр, çемье, ял вăрттăнлăхĕсене  упрăпăр. «Кивви çĕннине упрать,» - тенĕ ваттисем.

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Канашри 9 – мĕш вăтам шкулта вĕрентекенсем пирĕн республикăра  кашни çул иртекен тоталллă диктанта çырма хутшăнчĕç. Диктант текстне чăвашсен паллă писателĕ А.Артемьев çырнă произведенирен илнĕ. Вăл çамрăк ăрăва ĕç çыннине хисеплемелли тата çăкăра  упрамалли çинчен вĕрентсе калать. Текст теми питĕ чуна пырса тивекенни, шухăша яраканни, хĕрÿ калаçу пуçлаттараканни пулчĕ.  Шкул ачисем те, вĕрентекенсем те, ачасен кукамăшĕсем те çак ĕçе хастар хутшăнчĕç. Кашни  çыракан хăйĕн пĕлĕвне, тăван чĕлхене сума сунине кăтартма тăрăшрĕ.