«Сăпайлă пике 2016»

-Тăван чĕлхе, эс тăванран тăван. 
Санран та çывăххи мĕн пур-ши ман? 

Чăваш чĕлхине аталантарас, йăли- йĕркине  сыхласа хăварас тĕллевпе иртрĕ акан 25- мĕшĕнче Канаш хулинчи 7-мĕш вăтам шкулта «Шкул Пики- 2016» конкурс.  Çак уява 9-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Галина Федотова та  хастар хутшăнчĕ. Чăваш пикин сăнпа хитре те хÿхĕм çеç пулмалла мар, унăн чăвашла хитре те таса калаçма, халăх апатне тутлă пĕçерме пĕлмелле,  хăйĕн пултаруллăхне кăтартмалла. Галина вара  куракансене тавракурăмĕпе, çепĕçлĕхĕпе тыткана илчĕ. Вăл «Пултаруллăх» конкурсĕнче Петĕр Хусанкайан «Мехел» сăввине вуласа   II-мĕш вырăна тухрĕ. Галина вĕренÿре те шкулти ĕçсенче те малтисенчен пĕри.  Кăçал чăваш чĕлхи олимпиадинче 7-мĕш классра вĕренекенсен хушшинче вăл призёр ята тивĕçрĕ, тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса мухтав хучĕсем  илчĕ. Эпир Галинăна «Сапайлă пике 2016» ята илнипе саламлатпăр, малашне  тата та  пысăк çитĕнÿсем тума чĕререн сунатпăр.