Канашри 9-мĕш шкулта вуннăмĕш класра вĕренекенсемпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Эктор Алос тĕл пулчĕ

Чăвашла вĕренме пуçлани хулари шкулсенче те чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Çапах та хулари ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те чăвашла калаçма вăтанаççĕ. Хула атмосфери ăнланатпăр -  чăвашсем те, тутарсем те пурте пĕр чĕлхепе пуплесшĕн. Килĕсенче  ачасем вырăслах калаçса ÿсеççĕ, яла кайсан та чăваш ачисем хăйсене вырăсла вĕренме çăмăлрах пултăр тесе хула ачисемпе вырăслах пуплеççĕ. Шкулта та 1-мĕш класран пуçласа 9-мĕш класса çити чăвашла вĕренеççĕ пулин те шкултан тухсанах чăвашла манаççĕ. Халăх хăйĕн тăван чĕлхине манать.  Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет-çке?  Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Çак çивĕч лару-тăру интересленетерет те иккен Чăваш патшалăх гуманитари  ăслăлăхĕсен  институтĕнче  ĕçлекенсене. Çавăнпа та унта ĕçлекенсем час-часах чĕлхе аталанăвĕн ыйтăвĕсене  халăх хушшине тухса тĕпчеççĕ. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Канашри 9-мĕш шкулта вуннăмĕш класра вĕренекенсемпе  çак институтра ĕçлекен Эктор Алос тĕл пулчĕ. Вăл малтан Чăваш патшалăх гуманитари  ăслăлăхĕсен институтĕнчĕ  тĕпчекен ыйтусем çинчен каласа пачĕ, пирĕн ачасемпе ирттерекен социологи тĕпчевĕн тĕллевĕсене палăртрĕ, кăштах хăй çинчен каласа пачĕ. Çитмĕл пилĕк ыйту çине хуравласа çырĕç ачасем. Юлашкинчен тĕл пулăва пĕтĕмлетсе, Эктор Алос  чăваш чĕлхи çинчен, тĕнчери ытти чĕлхесенм хушшинчи вырăнĕ çинчен,  тăван чĕлхемĕр пĕлтерĕшĕ пирки нумай ырă сăмах каларĕ. «Чăваш чĕлхи -  тăван чĕлхе, патшалăх чĕлхи тетпĕр пулсан,  унăн пуласлăхĕшĕн те, аталанăвĕшĕн те пирĕн вăй хумалла. Тăван чĕлхепе илемлĕ те тĕрĕс калаçни çыннăн культура шайĕ теççĕ халăхра,»-терĕ  вăл. Чăнах та,  чăвашла хитре  калаçакансене итлеме кăмăллă, чунра ырă та ăшă пулса каять. Чăн чăвашла янраттарса калаçни вăл хамăр хуçа, унăн пуласлăхĕшĕн те хамăр яваплă тенине пĕлтерет.  Çак туйăма пирĕн ачасен чуне те вырнаçтармалла.