Чăвашсен мĕн авалтан хайсен ялавĕ- уйрăмлăх палли пулнă

 Чăвашсен  мĕн авалтан хайсен  ялавĕ- уйрăмлăх палли пулнă. Малтан вăл  патак çине çыхнă  чĕрчун тирĕ, кайран  пир  татăкĕ, хальхи вăхăтра вара  чуна илĕртекен   сарă тата хĕрлĕ тĕслĕ ялав. Мĕнле пулнă ши вăл иртнĕ ĕмĕрте? Мĕне пĕлтерет  хальхи ялавпа герб? Çак ыйтусем кăсăклантарнă Канаш хулинчи  8а классра 9-мĕш шкулта  вĕренекен хĕр ачасене. Чăваш чĕлхи эрнинче вĕсем çак  хуравсемпе кĕçĕн классри ачасем патне  çитрĕç. Чăваш халăхĕн символикипе паллаштарчĕç, тĕплĕн  «Пурнăç йывăççи», виçĕ çăлтăр çинчен каласа пачăç. Гимн юрланă вăхатра  вара çав тери хумханчĕç. Тĕлпулура ачасем викторина ыйтăвĕсене те хуравларĕç, Раççей ялавĕпе тата гимнĕпе танлаштарчĕç. Хăйсен  чĕлхине  манмаççĕ  чăвашсем, шкулта  та ăна юратсах вĕренеççĕ