Чăваш чĕлхи - чуна çывăх, анне парнеленĕ чĕлхемĕр

 Чăваш  чĕлхи - чуна çывăх,  анне  парнеленĕ  чĕлхемĕр.  Епле  илемлĕ  янăрать  вăл.   Аслă  вĕрентекенĕмĕр  И.Я.Яковлев  чăваш  чĕлхине çутта  кăларас  тесе  сахал  мар  тарăшнă,   нумай-нумай  тĕпчев  ĕçĕ  çырнă.  Чăваш  букварьне  хатĕрлекенĕ  те  вăлах.   Апла  пулсан  паллă  ăсчахăмăр  пуçăннă  ĕçе  малалла  тăсмалла.   Чĕлхемĕре  пĕтме  памалла  мар,  ăна  çÿлтен  çÿле  çĕклемелле.  Çакна  тивĕçлĕн пурнăçласси  йăлтах  хамăртан  килет.   Шкулти  педагог  тăван  чĕлхене ачасене  сума-сума  вĕрентниех  пысăк  пĕлтерĕшлĕ.  Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, чăваш чĕлхи эрнине вĕçлесе  Канашри 9-мĕш шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса ача садĕнчи ачасенчен пуçласа 1-5-мĕш класра вĕренкенсем хутшăнчĕç.  Вĕсем К.Иванов, П.Эйзин, Н.Шелепи,Уйăп Мишши, Л. Сарине, Д.Гордеев тата ытти чăваш халăх поэчĕсем çырнă сăвăсене илемлĕ вуларĕç. Ачасен пултарулăхне жюри членĕсем питĕ тăрăшса хакларĕç.  Конкурсра Игнатьева Яна (ача сачĕ), Любимов Алеша (1 кл), Шакина Вика(3 кл), Охотникова Катя(4кл), Павлова Настя(4кл), Леонтьева Ксения(5 кл), Петрова Таня(5кл) малти вырăнсене йышăнчĕç. Çакăн пек класс тулашĕнче иртекен  мероприятисем,  илемлĕх каçĕсем  чĕлхе  илемлĕхĕпе  пуянлăхне  туйма, ачасен  пĕлĕвне  ÿстерме  пулăшаççĕ.  Çавăнпа малашне те Чăваш чĕлхи куне халалланă чăвашлăх эрнине пысăк шайрах ирттересчĕ.