Ача садĕнчи чăвашлăх уявĕ

Чăваш  чĕлхи  кунĕ  аслă  вĕрентекенĕмĕр  И.Я.Яковлев  çуралнă  кунĕпе  пĕр  килет.  Акă:  çак  куна халалласа  9-мĕш  шкулти  ача  садĕнче  те  уяв  йĕркелерĕмĕр.    Чи  малтанах  ачасене  кĕнекесен  выставкипе: чăвашсен  илемлĕ  тĕррисемпе:  Чăваш   Республикин  патшалăх  символĕсемпе  паллаштартăмăр.  Каярахпа  ачасемпе   «Чăваш  тĕрри»  аппликаци  турăмăр:  вăйăсем  вылярăмăр. Çакăн  пек   ĕçсем  ачасене  пĕчĕкренех  халăх  йăла-йĕркине  упрама:  тăван  чĕлхене  юратса  вĕренме  хавхалантараççĕ.