Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен юрлама-ташлама юратнă, тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче кĕвĕ каланă. Паян Канашри 9-мĕш шкулта та ĕлĕкхи хут купăс, сăрнай, тута купăсĕ, варган тата шăхлич сасси янăрарĕ. Çак тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калаканни Тутарстанран килнĕ Султан-ага пулчĕ. Чи малтанах ачасене пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ. Унтан вара Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен юрри-кĕввипе, çак халăхсен культурипе тата музыка инструменчĕсемпе паллаштарчĕ. Питĕ илемлĕ янăрарĕ хут купăс сасси. Хут купăсĕ маçтăрăн тĕрлĕрен: пĕчĕкки те, тальянка текенни те, тахçан авалхи чи пĕрремĕш купăс та, хальхи вăхăтри баян та. Сăрнай сасси вара пурне те тыкăнларĕ, икĕ хутчен калаттарчĕç ачасем сăрнайпа Султан-агана. Чăвашла тата марилле юрларĕ, тутарпа пушкăрт кĕввисемпе ачасене ташлаттарчĕ, вырăсла «Калинка-малинка» юрра вара хорпа юрлаттарчĕ пирĕн хăна. Сехете яхăн янăрарĕ шкулта юрă-кĕвĕ. Тĕлпулу питĕ кăмăллă, хаваслă та интереслĕ иртрĕ.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Средняя общеобразовательная школа №9" города Канаш Чувашской Республики
Версия для слабовидящих