Çĕр-аннемĕре ан варалăр!

Çут çанталăк вăл – пирĕн сывлăха упракан çут тĕнче. Кайăк-кĕшĕк сасси, юхан шыв шăнкăртатса юхни, сип-симĕс курăк ешерни мĕн тери паха-çке! Çак  илеме  курма, туйма тата упрама мĕн пĕчĕкрен вĕрентеççĕ  Канашри 9-мĕш шкулта,  ĕç тата ÿнер урокĕсенче, чăваш чĕлхипе  культура урокĕсенче вĕренекенсем тĕрлĕ  япаласем ăсталаççĕ, çут çанталăка упрамалли çинчен чĕнсе калакан ÿкерчĕксем тăваççĕ.  Чăваш чĕлхи эрнинче вара ачасен ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ кунта.  1-4 классенче вĕренекенсем  чи маттуррисем иккен. Кунта чăваш тумĕ тăхăннă пукане, чăваш тĕррипе эрешленĕ йывăç кашăк та, аппликации мелĕпе ăсталанă ÿкерчĕксем, хутран касса тунă илемлĕ тем те пĕр. «Çут çанаталăка эпир мĕнле хаклатпăр,  вăл та пире çавăн  пек тавăрать», -теççĕ ваттисем. Çак сăмахсене асра тытса çĕр-аннемĕре упрама, тăван çĕр шыва юратма  вĕренеççĕ пирĕн шкулти ачасем.