9-мĕш шкулта «Чăвашсемпе вырăссем – уйрăлми туссем» ятлă паллашу- вăхăчĕ иртрĕ

      Пирĕн Чăваш республики – чи хитре те ĕçчен республикăсенчен пĕри. Тавралăх тыткăна илет:  вăрмансенче те пахчасенче кайăк юррисем шăранаççĕ: сăпайлă халăх çурхи ĕçсене пикенет - çакăн пек асамлă вăхăтра  Чăваш Енре чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланать. ăна халалласа  Канаш хулинчи 9-мĕш шкулта «Чăвашсемпе вырăссем – уйрăлми туссем» ятлă   паллашу- вăхăчĕ  иртрĕ. 8а класри хĕрсем кĕçĕн класс ачисене чăвашсен символикипе паллаштарчĕç: вырăссен гербĕпе танлаштарчĕç. Чăваш гимне ачасем  мăнаçлăн: тăрăшса юрларĕç: малтанхи  ялавпа гербсемпе паллашрĕç. Вĕрентекенсем аваллăхсăр малашлăхăн пуласлăхĕ çук  тесе ăнлантарчĕç: тĕп хулари палăксене презентацире кăтартрĕç. Çав тери хавхалануллă итлесе ларнă хыççăн ачасем викторина ыйтăвĕсем çине туллии хуравсем те пама пултарчĕç. Çак вăхăта ачасем усăллă та хаваслă ирттерчĕç.