Республикăри пур шкулсенче те Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Пирĕн шкулта та кăçал яланхилле ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен Чăваш чĕлхи эрни пырĕ. Ку питĕ пысак ĕç учительсемшĕн те, ачасемшĕн те. Çавăнпа ăна ирттерме шкулта тĕплĕ хатĕрленчĕç. Шкулти чăваш чĕлхи учителĕсен методобъединенийĕ чăваш эрнинче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртса хунă. Терлĕ конкурссенче, вăйăсенче ăмăртĕç ачасем, чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вулĕç, юрлĕç, ташлĕç. Лекторисенче, уçă уроксенче, олимпиадăна хутшăнĕç, экскурсисене кайĕç. Шупашкарти артистсем те килсе савăнтарĕç пире, хамăр та урăх шкула кайса концерта хутшăнăпăр. Чăваш чĕлхи эрни кăçал та чăн-чăн уяв пуласса шанас килет.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Средняя общеобразовательная школа №9" города Канаш Чувашской Республики
Версия для слабовидящих