Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче хулари краеведении библиотекинче Канаш ен поэчĕсен сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурс чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ пуçланнă май Чăваш ене, тăван хулана юратма вĕрентес тĕллевпе, пулас ăрăва библиотекăсене çÿреме явăçтарас тесе, пултаруллăрах ачасене тупса хавхалантарас тĕллевпе хулари шкулсенчен нумай ача пуçтарчĕ. Пирĕн шкултан Александрова Маша (3 класс), Павлова Настя (3класс), Терентьева Ксения (2 класс), Шакина Вика (2класс) хутшăнчĕç çак конкурса. Вĕсем Канаш хулин поэчĕсен - Атонина Тямина-Тав, Валентина Введенская сăввисене питĕ хавхаланса, илемлĕ вуласа пачĕç. Ачасен ăсталăхне хаклакансем авторсем хăйсем тата краеведении библиотекине ертсе пыракан Федорова В.В. пулчĕç. Конкурсра пирĕн шкул вĕренекенĕсем пурте грамотăсем тата парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç: Тереньева Ксения 1-мĕш вырăн , Шакина Вика 2-мĕш вырăн, Александрова Маша тата Павлова Настя 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Конкурс вĕçленнĕ май Введенская Валентина Павловна ачасене питĕ мухтарĕ, вĕсене хăйсене те сăвăсем çырма чĕнчĕ.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Средняя общеобразовательная школа №9" города Канаш Чувашской Республики
Версия для слабовидящих