Çуркунне çитрĕ! Апрель! Шкулсенче чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пуçларĕç. Нумаях пулмасть Канашри 9-мĕш шкула çак хулари пур шкултан та ачасем «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурса пуçтарăнчĕç. Чăваш ене юратса, чĕлхемĕре хисеплесе, тин шăтса тухнă çеçпĕлсем пек çуркунне çитнишĕн чунтан савăнса, ачасем хăйсен пултарулăхĕпе пурне те савăнтарма тата тĕлĕнтерме тăрăшрĕç. Конкурса хутшанакансем кашни пилĕк тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç: сăвă каларĕç, виçĕ тĕрлĕ тест çырчĕç тата куракансене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Мала тухнисене малтан виçĕ номинаципе грамота парса чысларĕç. Сăвă вулакансем хушшинче 1-мĕш вырăна Петрова М.(1 шкул), 2-мĕш вырăна Федорова Ю.(8 шкул) тата Иванова Т.(6 шкул), 3-мĕш вырăна Николаева А.(7 шкул) тата Калинина А. (11 шкул) тухрĕç. Тестсем çырса 1-мĕш вырăн Петрова М.(1 шкул), 2-мĕш вырăн Ильина О. (3 шкул), 3-мĕш вырăн Федорова Ю.(8 шкул) йышăнчĕç. Илемлĕ пултарулăх конкурсĕнче вара 1-меш вырăнта Калинина А.(11 шкул), 2-мĕш вырăнта Петрова М. (1 шкул), 3-мĕш вырăнта Дмитриева К.(9 шкул) пулчĕç. Конкурсра пĕтĕмлетсе жюри членĕсем Каллина Н.П., Николаева Е.Ю хулари вĕрентÿ пайĕн методисчĕсем тата ача-пăча пултарулăх центрĕн методисчĕ Виноградова А.П. пĕр шухăшлă пулса 1-мĕш вырăн йышăнса «Çăлтăрчăк» ятне Петрова Мария тивĕçлĕ терĕç. Вăл вара Шупашкара кайса апрелĕн 19-мĕшĕнче «Çăлтăрчăк» конкурса республика шайĕнче хутшăнĕ. 2-мĕш вырăнта Калинина А. (11 шкул), 3-мĕш выранта Иванова Т.(6 шкул) пулчĕç. Уява йĕркелекенсем 9-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Васильева Л.И., Федорова Е.Э. тата Светлова А.П. пулчĕç.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Средняя общеобразовательная школа №9" города Канаш Чувашской Республики
Версия для слабовидящих