Чăваш чĕлхи кунне халалласа Канаш хулинчи 9мĕш шкулта уяв иртĕ.Федорова Е. Э. вĕрентекен шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕпе «Мăн кун- хĕвеле кĕтсе илекен уяв» ятлă уçă заняти ирттерчĕ. Чăвашла юрăсем те шăрантарчĕç, сăвăсем те каларĕç ача-пăчасем. Чăвашсен йăлипе ир-ирех хĕвеле кĕтсе илчĕç, асамлă тĕрĕсем çинче «хĕвел» орнаментне тупса тишкерчĕç,авалхи «Виçĕ хĕвел» халапа тимлĕ итлерĕç. Вĕрентекен ачасене ытти терлĕ-тĕрлĕ тĕрĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсене вулама вĕрентрĕ. Хăнана килнĕ Анюк пукане вара пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Вăл ачасемпе хаваслă вăйăсем ирттерчĕ, хĕр ачасен çи-пуçĕпе çыхăннă ыйтусем пачĕ. Часах Мăн кун уявĕ çитет. Унăн историне вĕрентекен ăнланмалла каласа пачĕ. Ачасем вара хăйсемех çăмартасем тăвас терĕç. Ахаль çăмартасем мар, «хĕвеллĕ» çăмартасем. Вĕсем ăна тĕрлĕ тĕслĕ хутран касса кăларса çыпăçтарса хучĕç. Мĕн тери аван пулчĕç мăнкун çăмартисем. Уяв вĕçĕнче пурте вăйă картине тăрса тĕрĕллĕ алшăлли айĕнчен тухрĕç. Вĕрентекен вĕсене тырăпа сапса ырлăх- сывлăх, пуянлăх сунчĕ, авалхи йăлапа минтер çинче ларакан та пулчĕ. «Шăпăрлансем» çак уява нумайччен астăвĕç, тăван халăха, унăн чĕлхине ытларах хисеплеме вĕренĕç.