Кашни çулах Канашри 9-мĕш шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсемпе шкул çумĕнчи ача сачĕн воспитателĕсем чăваш чĕлхи куне халалланă мероприятисене интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ

Кашни çулах Канашри 9-мĕш шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсемпе  шкул çумĕнчи ача сачĕн воспитателĕсем  чăваш чĕлхи куне халалланă мероприятисене интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Паян та шкулта  икĕ пысăк мероприятии иртрĕ. Пĕри ача сачĕнче. Вăл  чăваш тĕррипе çыхăннă. ăна Шемякина Л.З. воспитатель ирттерчĕ. Ачасене чăваш тĕррин пуянлăхăпе: илемĕпе паллаштарчĕ. Чăвашсен тумĕ: çипуçĕ еплерех пулнине кăтартрĕ. Пĕчĕк пепекесем чăваш халăх культурипе паллашнă май хăйсем те чăвашла сăвăсем илемлĕ вуларĕç: килĕсенче курнă чăваш тумĕ çинчен каласа пачĕç. Уяв вĕçĕнче вĕсем хăйсем ỹкернĕ чăваш эрнешĕсен конкурсне ирттерчĕç. Аслăрах классенче вара ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче уçă уроксен фестивалĕ иртрĕ. Унта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем шкул администрацине: хăйсен ĕçтешĕсене: ачасен ашшĕ-амăшĕсене йыхравларĕç. Светлова А.П. тата Васильева Л.И. ирттернĕ йăлана кĕмен уроксем пурне те килĕшрĕç. Курма килнисем вĕренекенсен ăсталăхне: пĕлĕвне тивĕçлипе хакларĕç. Палах: çакнашкал уроксене кашни кунах мар: уявсенче çеç ирттерсен те юрать терĕç вĕсем. Чăваш чĕлхи куне халалланă уроксем ачасемшĕн патриотизмла туйăмсене вăйлатма: чăваш чĕлхине ытларах юратма: чăвашла вулас: калаçас ăсталăха ỹстерме пулăшасса шанаççĕ кунта ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсем.