Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхи учителĕ Васильева Л.И. тăрăшнипе 5 «а» класра вĕренекенсем Канашри краеведении библиотекинче хăнара пулчĕç. Унăн ертỹçи Федорова Вероника Валерьевна нумаях пулмасть шкула килсе чăвашра çуралнă пĕрремĕш архитектор П.Е.Егоров пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мероприяти ирттернĕччĕ. Халĕ вара вăл ачасене библиотекăра хапăл туса кĕтсе илчĕ. Канашри краеведени библиотекинче кĕнекесен фончĕ пуян - çирĕм пине яхăн кĕнеке упранать кунта. Вероника Валерьевна чи сумлă: чи ватă кĕнекепе: 1935 çулта пичетленсе тухă К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмипе те: Чăваш кĕнеке издательстви тин çеç кăларнă çĕнĕ кĕнекесемпе: вĕсен авторĕсемпе те паллаштарчĕ. Каласа пынă май илемлĕ те пуян информациллĕ презентации кăтартса пычĕ вăл. Ун хыççăн ачасем библиотекăри пĕчĕк музейпа паллашрĕç. Унтан Канаш хулин историйĕпе тата унăн ĕçченĕсем çинчен викторина пулчĕ. Ачасем хăйсен пĕлĕвне те çирĕплетрĕç: çĕннине те нумай пĕлчĕç. 5-мĕш классем викторина ыйтăвĕсене хавхаланса та ăмăртса хуравлама тăрăшрĕç. Мероприяти вĕçленсе пынă май ачасем вулав залне çырăнчĕç: çак илемлĕ те хăтлă библиотекăна тăтăшах килсе çỹрессе шантарчĕç.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Средняя общеобразовательная школа №9" города Канаш Чувашской Республики
Версия для слабовидящих