Шкулта чăваш чĕлхи куне халалланă эрнелĕх пуçланчĕ

Шкулсенче чăваш чĕлхи куне халалланă эрнелĕх пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçласа 26-мĕшĕччен пырать.  Канаш хулинчи  9-мĕш вăтам шкулта çак эрнене пуçарса шкул библиотекинче уçă мероприяти иртрĕ.   Георгиева О.С. библиотекарь тата чăваш чĕлхи учителĕ Васильева Л.И. тăрăшнипе 6 «а» класра вĕренекенсем  чăваш чĕлхи куне хăçан уявлама пуçланине пĕлчĕç,  И.Я.Яковлевпа унăн вĕренекенĕсемпе паллашрĕç, чăваш поэчĕсен  Тăван çĕршыв тăван тавралăх çинчен çырнă сăввисене итлесе киленчĕç. Чăваш  кĕнеке  издательствин  çĕнĕ  кĕнекисене  тытса пăхрĕç.